Чӑваш Енри пилӗк тухтӑра «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ят панӑ. Ҫав йышра: Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи участок пульницин пӗтӗмӗшле практика врачӗ Альберт Андреев, Республикӑн вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ Вадим Григорьев, Комсомольски районӗнчи тӗп пульницӑн хирургӗ Валерий Козлов, Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑн анестизиологипе реанимаци уйрӑмӗн заведующийӗ Галина Кузнецова, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн акушер-гинекологӗ Елена Чернова.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующине Галина Кольцовӑна «Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Соцфонд пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 100 ҫултан каҫнӑ 50 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 47-шӗ – хӗрарӑмсем. Вӑрӑм ӗмӗрлисем ытларах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Вӑрнар районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Республикӑра 90-99 ҫулсенчи 5,5 пин ытла ҫын кун кунлать.
Чӑваш Енри чи аслӑ ҫын – Муркаш районӗнчи Неонила Белова. Вӑл Москакасси ялӗнче кун кунлать. Пӗлтӗр вӑл юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 106 ҫул тултарнӑ. Вӑл – нумай ача амӑшӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ. 6 ача ҫуратнӑран пенсие 47 ҫулта тухнӑ, анчах 81 ҫул тултариччен ӗҫленӗ.
Муркаш районӗнчи Тури Тӑмлай ялӗнче пурӑнакан Вениамин Лукич Кудряшов авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 66 ҫулта.
Килтен кайнӑ кун арҫын тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура калуш тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна тӑванӗсемпе пӗрле «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыраҫҫӗ.
Вениамин Кудряшова курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Ольга (Рыба), 89278443533
Муркаш районӗнчи Тивӗш ялӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Ку - тилле пула. Унта урнӑ чирпе аптӑранӑ ҫак тискер чӗрчуна тупнӑ.
Ҫакна лабораторире те ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак ялта карантин пулни пирки хушу алӑ пуснӑ. Халӗ 1000 метр радиуслӑ территори урнӑ чир тӗлӗшпе ӑнӑҫсӑр шутланать.
Карантин Элтепер йышӑну тӑвиччен вӑйра пулӗ.
Муркаш районӗнчи Вӑрманкассинчен Шупашкара маршруткӑсем ҫӳреме тытӑннӑ. Тинех темелле-тӗр.
Ялтан хулана автобус ҫӳременни пирки ял ҫыннисем республика Элтеперӗ Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирттернӗ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче евитленӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 123-мӗш номерлӗ маршрута ҫӗнӗрен уҫнӑ.
Маршрутка кунне пилӗк хутчен хутлӗ. Шупашкартан: 6:35, 7:50, 11:20, 16:50, 18:00 сехетсенче; Вӑрманкассинчен: 7:00, 8:15, 11:50, 17:15, 18:25 сехетсенче.
Паян ҫур ҫӗр иртни 45 минутра Муркаш районӗнчи Ҫармӑҫкасси ялӗнче пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗсем ҫине те куҫнӑ. Кӳршӗсен сарайӗ ҫине те сиксе ӳкнӗ.
Пушарнӑйсем ҫулӑмпа 2 сехет кӗрешнӗ. Ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, кӳршӗсен пӳртне сыхласа хӑварма май килнӗ.
Пушара сӳнтерсен 71 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗн тата унӑн 41 ҫулти ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Халӗ экспертсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 7-мешӗнче полицейскисем Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, «Хендай Туксон» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Чулхулари 35 ҫулти арҫын ларнӑ.
Йӗрке хуралҫисем машинӑри вӑрттӑн вырӑнта синтетика наркотикӗ тупнӑ. Пӗтӗмпе – 4 килограма яхӑн.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна уйрӑмах пысӑк виҫепе наркотик сутма тӑнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ. Арҫынна следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан вӑйпиттие вичкӗн куҫлӑ сутуҫӑ ултавҫӑсенчен ҫӑлса хӑварнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗр арҫын район центрӗнчи лавккасенчен пӗринчи банкоматра укҫа илсе темле счёт ҫине куҫарса панӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтра такампа телефонпа калаҫнӑ.
Ҫакна вичкӗн куҫлӑ сутуҫӑ асӑрханӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Пакунлисем вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӗре арҫын 125 пин тенке пӗчӗкшерӗн тӗрлӗ счет ҫине куҫарса яма ӗлкӗрнӗ. Анчах вӑл кредит та илме палӑртнӑ. Пакунлисем пырса ҫитсе ӑна йӑнӑш утӑмран тытса чарнӑ.
44 ҫулти арҫын улталаннине ӑнланса илнӗ ҫын полицие заявление ҫырса панӑ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унччен маларах такамсем шӑнкӑравласа право тытӑмӗн ӗҫченӗ тесе тыттарнӑ иккен. Вӗсем ӑна арҫын счечӗ ҫинчен террористсемпе боевиксене укҫа куҫарса панӑ тесе хӑратнӑ. Кӗҫех арҫынпа банк ӗҫченӗ текен ҫын та ҫыхӑннӑ. Вӑлах ӑна кредит картти илсе укҫана унта куҫарса яма сӗннӗ.
Муркаш районӗнчи икӗ шкулти медицина пӳлӗмӗнче тонометр та пулман.
Вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫул ҫитменнисен сывлӑхне сыхлас енӗпе епле ӗҫленине прокуратура тӗрӗсленӗ. Нискассинчи тата Ильинкӑри вӑтам шкулсенчи тухтӑр пӳлӗмӗсенче кирлӗ приборсемпе оборудовани пулман. Вӗсенче, сӑмахран, тонометр, динамометр, холодильник, юн кайма пуҫласан ҫыхса лартмалли жгут, наҫилкка тата ытти пулман.
Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ суда тавӑҫпа тухнӑ, унта вӑл вӗренӳ учрежденийӗсене медицина пӳлӗмӗсене туллин тивӗҫтерме хистеме ыйтнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан икӗ арҫынна прокуратура ыйтнипе туберкулез пуррипе ҫуккине тӗрӗслемешкӗн ярӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те тӗрмерен тухнӑ. Унашкаллисен вара малтанхи икӗ ҫулта кашни ҫур ҫулта туберкулез пуррипе ҫуккине палӑртмашкӑн медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла.
Муркаш районӗнчи ҫак арҫынсем вара тӗрмерен тухнӑ хыҫҫӑн тӗрӗсленме ҫӳремен. Ҫавна май прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд вара ҫак икӗ арҫынна флюорографи тутарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |